Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йывӑҫ лартасси

Ҫутҫанталӑк

Ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫ хӗрсех пырать. Кӑҫал та республикӑри район-хулара хунасем ешӗлленме тытӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ав хунавсене валеҫесшӗн. Ку хӗвеланӑҫ районӗнче ҫӗнӗ микрорайон ҫӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Унти, 12 гектар ҫӗр ҫинчи, ешӗл хунавсене ҫынсене пама палӑртнӑ.

Вӗсене хулара лартса илем кӳресшӗн. Хунавсене тӳлевсӗрех валеҫесшӗн. Хурӑн, хыр хунавне тӳлевсӗр илес тесен малтан заявка памалла. Унта вӗсене мӗн тӗллевпе усӑ курнине палӑртмалла.

Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан хунавсене вырӑна илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82091
 

Ҫутҫанталӑк

Хальхи вӑхӑтра йывӑҫ-тӗм лартма ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрер йывӑҫ та пулин лартмаллах тесе шухӑшлакансем алал кӗреҫе тытма ӳркенмеҫҫех.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем йывӑҫ лартма тухнӑ. Хӑйсем кӑна мар-ха. Вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасемпе пӗрле. Хӗрачасемпе арҫын ачасемпе Алексей пачӑшкӑ та ҫуммӑн тӑрса ӗҫленӗ. Аслисем шӑтӑк туса пынӑ, ачасем — лартса тата шӑварса. Пӗтӗмпе 40-е яхӑн хурӑн хунавӗ лартнӑ.

Сӑнсем (18)

 

Ҫутҫанталӑк Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ
Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ

Кун пирки Шупашкарти экологсем тӗп хулари йывӑҫ-тӗм епле чӗрӗлнине хакланӑ тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ.

Тӑван тавралӑх тӑрӑмӗшӗн ҫунакансем кӑҫал ҫуркунне лартнӑ йывӑҫ-тӗм пахалӑхне халех хакланӑ. Ахаль чухне ку ӗҫе тепӗр ҫултан пурнӑҫлакан та, ку хутӗнче вӑрах тӑхтас темен.

Ятарласа вӗрентнӗ специалистсем лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗн 95 ытла проценчӗ чӗрӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗпе лартма тухнисен 80 проценчӗ вӑй илнӗ. Ку вӑл йывӑҫ-тӗм лартма профессионалсене шанмаллине пӗлтерет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chebnovosti.ru/
 

Ял пурнӑҫӗ

Йывӑҫ лартмалли куна Раҫҫейре нумаях пулмасть йышӑннӑ. Ӑна пӗрремӗш хут 2011 ҫулта ирттернӗ. 2011 ҫула ООН Пӗтӗм тӗнчери вӑрман ҫулталӑкӗ пулнине йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫулталӑкра ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗнче йывӑҫ лартма йышӑннӑ.

Етӗрне районӗн Ирҫе шкулӗ ҫак акцирен пӑрӑнман. Вӗсем шкул пахчине хурлӑхан лартма тухнӑ. Сӑваплӑ ҫак ӗҫе кашниех чунран пурнӑҫланӑ. Ара, ҫак тӗмсем кӗҫех ҫимӗҫ пама та тытӑнӗҫ-ҫке-ха. Шкул ачисем пӗтӗмпе 69 хурлӑхан тӗммине лартнӑ.

5–9-мӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем акцие хаваспах хутшӑннӑ. Вӗсем Ирҫе ҫулӗ айккинче 125 хыр, 25 тӗм слива тата чие йывӑҫӗ лартнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акци иртӗ.

Йывӑҫ-тӗм лартакансем ҫуркунне тата кӗркунне хӑйсен юратнӑ ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна чунӗ ыйтнипе, ҫутҫанталӑка пулӑшас, тавралӑха илем кӳрес тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Тӗрӗссипе, «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акцие вӑрмансене нумайлатас тӗлӗшпе кӑна ирттермеҫҫӗ. Ку халӑха экологи воспитанине, вӑрманта хӑйсене тытас культурӑна вӗрентме те пулӑшать.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа хатӗрленӗ лаптӑкӗсем ҫине йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Кун валли хунавсене ҫителӗклӗ ӳстернӗ ӗнтӗ. Кӗркунне тата хӗлле йывӑҫ лартмалли вырӑна ҫуннӑ тата ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ, тӑпрана хатӗрленӗ, хунавсен шутне, вӗсем ӳсме пултараслӑхне тӗрӗсленӗ.

Акцие хутшӑнма пурне те йыхравлаҫҫӗ. Атӑл леш енне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре тухса кайма палӑртнӑ. Малтан министерство ҫурчӗ умӗнче пухӑнаҫҫӗ. Адрес: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Унччен ҫак телефонпа шанкӑравласа регистрациленме ыйтаҫҫӗ: 8 (8352)48-45-42.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи